Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Шелтукова асӑнса паян Шупашкарти маунтинбайк центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе республика турнирӗ иртнӗ.
РФ физкультурӑпа спорт отличникӗ, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ усал чире пула пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлнӑччӗ. Ун чухне вӑл 47-ре пулнӑ.
Сергей Шелтукова асӑнса паян республика шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту ирттернӗ. Йывӑр атлетсем медальсен 20 комплектне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртура пулнӑ Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗкри, Етӗрнери, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти атлетсем уйрӑмах палӑрнӑ. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хӑйсен виҫисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Пӗлтӗр ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинчи йывӑҫсене касма сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ. Кун пирки ун чухне «Правда ПФО» сайт ҫырнӑ пулнӑ. Элтепер ун чухне йӗлтӗр ҫулне ҫапла майпа сарлакалатма сӗннӗ. Парк директорӗ Валерий Андреев хушнине пурнӑҫланӑ, анчах кирлӗ документсене хатӗрлемен, кайран ҫеҫ тӗрӗс мар информаци кӑтартакан акт тунӑ.
Директор пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче йӗлтӗр ҫулӗ хӗррипе 7 кубла метр йывӑҫ каснӑ. Ку пӗтӗмпе 34 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫавна май пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн экс-директорӗ суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следовательсем акӑ мӗн тӗпчесе пӗлнӗ: 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен вӑл муниципалитет пурлӑхӗнчи куҫман пурлӑхпа усӑ курнӑ. Экс-директор музее тӗрлӗ ҫынна пултарулӑх меропритийӗсем ирттерме панӑ. Тӗрлӗ тӳлеве, ҫав шутра – коммуналлӑ тӑкаксене те, вӑл муниципалитет хыснинчи укҫапа тӳленӗ. Ку 222 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Кунсӑр пуҫне экс-директора тепӗр 10 преступленишӗн (382 пин тенкӗ кӗсьене чикнӗ) айӑпласшӑн. Вӑл музейре официаллӑ мар майпа йӗркеленӗ куравсенчен тупӑш илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар админстрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӑйне преми парасси пирки тӑватӑ хутчен хушу кӑларнӑ. Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх. Анчах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кунашкал распоряжени паман та.
Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ.
Паян, ҫӗртмен уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Мерседес» бордюра пырса тӑрӑннӑ. Кунашкал аварисем час-часах пулаҫҫӗ-ха, анчах руль умӗнче 18 ҫул тултарман хӗр ларни ҫынсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.
Руль умӗнче 15-ри хӗр пулнӑ. Машини – урӑх ҫыннӑн, тӑванӗн. Вӑл та авари вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫитменнине, ҫав хӗр руль умне ӳсӗр ларнӑ.
Ҫак аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем машина ҫинчен пӳрне йӗррисене илнӗ.
Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗне Шупашкарти водолазсем Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта кӑнтӑрла чӑмпӑлтатнӑ та путнӑ.
Водолазсем унӑн кӗлеткине темиҫе сехет шыранӑ. Арҫын виллине каҫхине ҫеҫ тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Унччен маларах та, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта чутах инкек пулман. Кимӗ станцийӗ ҫывӑхӗнче ҫӑлавҫӑсем ҫынна ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Вӑл ишнӗ чухне халтан кайнӑ, ҫыран хӗррине ҫитме вӑйӗ юлман.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех икӗ ача амӑшӗн (шел те, шӑпӑрлансем сарӑмсӑр вилнӗ) суд умӗнче явап тытма тивӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унта 4-ри хӗрача тата 1 ҫул та 7 уйӑхри арҫын ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра килте пӗчченех пулнӑ.
38 ҫулти амӑшӗ вара алӑка тултан питӗрсе пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ. Вӗсем унта 2,5 сехет ларнӑ, эрех ӗҫнӗ. Ачасем ҫав вӑхӑтра килте зажигалкӑпа вылянӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухӗ.
Призыв малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен ҫамрӑксен тӑваттӑмӗш партийӗ ҫара кайнӑ ӗнтӗ. Хальхинче ултӑ каччӑна Балтика флотне службӑна янӑ.
Пулас салтаксене иртнӗ вырсарникун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Ҫамрӑксене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова та ӑсатма килнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн элчисем, депутатсем те пынӑ.
Балтика флотне кайнӑ каччӑсен Ҫӗнӗ Шупашкара хисеплесе панӑ тральщик ҫине лекес шанчӑк пур.
Палӑртмалла: хальхи призывра Ҫӗнӗ Шупашкартан 70 каччӑ ҫара каймалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ыйтӑма хутшӑннӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл куншӑн парне илме шаннӑ та… Анчах ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
43 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче виртуаллӑ ыйтӑм ирттерни пирки вуласа пӗлнӗ. Ӑна Раҫҫейри пӗр банк ирттерет-мӗн, куншӑн парне парать. Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравланӑ. Кун хыҫҫӑн вара банк карттин даннӑйӗсене те ярса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл кодсене те пӗлтернӗ.
Паллах, нимӗнле парне те пулман. Хӗрарӑм счечӗ ҫинчен 15 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хӗрарӑм полицие кайса мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Ӗренпур облаҫӗнчен. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |